Контент патне куҫ

Гюров Андрей

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Гюров Андрей
(болг. Гюров Андрей)

2026 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче
Ҫуралнӑ чухнехи ят: Андрей Атанасов Гюров
Ҫуралнӑ вӑхӑт: 1975 ҫ. раштавӑн 31
Ҫуралнӑ вырӑн БХР, Гоце-Делчев
Элтешлӗх: БХР БХРБолгари Болгари
Парти: Улшӑнусем малалла пыратпӑр (2021-2023)
Пӑхӑнман
Ӗҫлев тӗсӗ: политика, вӗрентӳ, Болгари премьер-министрӗ

Андрей Атанасов Гюров (болг. Андрей Атанасов Гюров; 1975 ҫ. раштавӑн 31, БХР, Гоце-Делчев ҫур.) — болгар политикӗ, XLVII, XLVIII тата XLIX[1] Халӑх пухӑвӗсен пайташӗ, парламентри Улшӑнусем малалла пыратпӑр партийӗн ертӳҫи[2]. 2023 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче XLIX Халӑх пухӑвӗнчи вӑл Болгари нациллӗ банкӗн эмисси уйрӑмӗн ертӳҫин ҫумӗ пулнӑ. 2026 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче политикӑллӑ кризиспе Румен Радев президент ӗҫӗнчен тухнӑран (суйлава хутшӑнас тесе) Андрей Гюров премьер-министр ӗҫӗсене вӑхӑтлӑха тӑвакан пулса тӑнӑ тата президентрен Илияна Йотовӑран Болгари Республикин вӑхӑтлӑха ертсе пырӑвӗн пайташӗсене сӗнмелле йышӑну илнӗ[3].

Премьерлӗх

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Росен Желязков ертсе пырӑвӗ ӗҫре тухнӑ хыҫҫӑн конституционалистсем Гюров премьер-министр ӗҫӗсене тӑвакан пулма пултарать е пултармасть тавлашнӑ. Пламен Киров профессор шутлать, вӑл ку поста ӗҫлеме каяймасть мӗншӗн тесен вӑл Болгари нациллӗ банкӗн ертӳҫин ҫумӗ ӗҫӗнчен тухнӑ[4]. Христо Ормаджиев доцент шутлать, Гюров тӳлевсӗр отпускра та постран кӑларман та ӑна премьер-министр ӗҫне лартма нимӗнлӗ юрисдикци кансӗрлӗхӗ те ҫук[5]. Борислав Цеков шухӑшӗ тӑрӑх, Андрей Гюров премьер-министр ӗҫӗсене тӑвакан пулма нимӗнлӗ йывӑрлӑх та ҫук, анчах политикӑллӑ енчен пӑхсан вӑл ӑмӑнтма ҫӑмӑл пулӗ, мӗншӗн тесен унӑн иккӗленӳллӗ репутаци пур[6]. Огнян Герджиков ҫавӑн пек шухӑшпа килӗшет, анчах хушса калать, тата темӗнле йывӑрлӑх пур пулсан ку моральлӗ йывӑрлӑх кӑна[7]. Вӗҫне тухса нарӑсӑн 19-мӗшӗнче Болгари президенчӗ Илияна Йотова Андрей Гюрова премьер-министр ӗҫӗсене тӑвакан ӗҫне йышӑннӑ[8].

Ҫавӑн пек пӑхӑр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асӑрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Гюров Андрей
Morty Proxy This is a proxified and sanitized view of the page, visit original site.